Илеме ачасене мӗн пӗчӗкрен хӑнӑхтарнинчен пахи ҫук-тӑр. Тӑван чӗлхе илемӗ пирки те ҫаплах калама пулать.
Хӗрлӗ Чутайри «Рябинушка» (чӑв. Пилеш) ача пахчинче кӗҫӗн ушкӑнри ачасемпе икӗ уява: Чӑваш чӗлхи кунне тата Ҫуркуннепе Ӗҫ уявне — халалласа мероприяти ирттернӗ.
«Чӑваш чӗкеҫӗ» ят панӑскерӗн тӗллевне ӑна йӗркеленӗ Надежда Ладайкинапа Светлана Сякаева воспитательсем ачасене чӑваш халӑхӗн культурипе тата йӑли-йӗркипе паллаштарасси, тӑван тӑрӑха юратма вӗрентесси тесе палӑртнӑ.
Шӑпӑрлансене воспитательсем асанне патне хӑнана чӗннӗ. Ватти пӗчӗкскерсене чӑваш тӗррипе паллаштарнӑ. Кӗнчелеҫҫипе епле ӗҫлемеллине кӑтартнӑ. Чӑвашсем епле тумланнине те каласа кӑтартнӑ. Ачасене халӑх вӑййисене выляттарнӑ, вӑйӑ картине кӑларнӑ.
Сӑнсем (9)
Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалласа ирттерекен «Часовой Ҫӗнтерӳ Ялавӗ умӗнче» акци малалла пырать. 1945 ҫулхи май уйӑхӗнче рейхстаг ҫийӗн ҫӗкленнӗ ялав копийӗ шкултан-шкула ҫитет. Паянхи кун тӗлне ялав районти пур вӗренӳ учрежденийӗнче те пулнӑ, унсӑр пуҫне ялава Шупашкарта ирттернӗ Хӗрлӗ Чутайсен ентешлӗхӗн уявне те илсе пычӗҫ.
Акан 30-мӗшӗнче 1941–1945 ҫулсенчи Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинчи халӑх паттӑрлӑхне ӗмӗр асӑнмалӑх тӑвас тӗллевпе Штанашри шкул Ҫӗнтерӳ Ялавне Шулю шкулӗнчен йышӑнчӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Сӑр юханшывӗнчен инҫех мар вырнаҫнӑ шкултан виҫӗ район чиккинче вырнаҫнӑ Штанаш шкулне самаях вӑрӑм ҫулпа ҫитмелле пулчӗ ялавӑн. Шулю вӗренекенӗсем ялава Штанашсене ҫак шкултан вӗренсе тухнӑ паттӑрсене халалланӑ (ҫав шутра Совет Союзӗн Паттӑрӗн Алексей Романович Логинов та пур) стенд умӗнче тыттарчӗҫ.
Савӑнӑҫлӑ линейкӑна тӑххӑрмӗш класра вӗренекенсем Вера Устиновӑпа Виктория Ефремова ертсе пычӗҫ. Шкул директорӗ Парикова Вера Николаевна, акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ Галина Зотова Ҫӗнтерӳ ялавӗн историйӗ пирки каласа пачӗҫ, Штанаш ял тӑрӑхӗнчи паттӑрсене аса илчӗҫ.
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи вулавӑшӑн ача-пӑча уйрӑмӗнче иккӗн тӑрӑшаҫҫӗ: Алина Михеева — 2008 ҫултанпа, Валентина Падюкова 1981 ҫултанпа ачасене кӗнеке юратма пулӑшаҫҫӗ. Библиотекӑра Литература тата Константин Иванов ҫулталӑкне, Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кӗнекесен куравне йӗркеленӗ. Унтах хаҫат-журнал тата ачасем юратнӑ кӗнекесем вырнаҫнӑ.
Чӑваш чӗлхи эрни пуҫланнӑ ятпа «Солнышко» (чӑв. Хӗвелпи) ача пахчинчи аслӑ ушкӑна ҫӳрекенсем Людмила Утриванова тата Зоя Беспалова ертсе пынипе вулавӑша ҫул тытнӑ. Ачасем хаваспах ача-пӑча кӗнекисемпе паллашрӗҫ. Галина Зотова пӗчӗккисем валли юмахсем хайлама кӑмӑллать, унӑн юмахӗсем 4 кӗнекере пичетленнӗ. Вӑл ачасене хӑйӗн темиҫе юмахӗпе паллаштарнӑ: «Ҫынран ан кул» тата «Айван кушак ҫури» юмахсем ачасене килӗшрӗҫ. Кӑҫал вӑрҫӑ пӗтнӗренпе 70 ҫул тултарнӑ май ачасене «Асатте» ятлӑ юмах ҫырма сӗнчӗ.
«Аслашшӗ вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ, алӑри снаряд ванчӑкӗ ҫанталӑк улшӑннине сисет: тӳрех сурма пуҫлать...» — ҫапларах пуҫласа парсан ачасем пурте пӗрле аслашшӗн чирне ирттерсе ямалли мелсем шырама пуҫларӗҫ.
Ака уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӑн Культура ҫуртӗнче Аслӑ Ҫӗнтерӗве 70 ҫул ҫитнине, Литературӑпа Константин Иванов ҫулталӑкне, вырӑс тата чӑваш ҫыравҫисемпе поэчӗсене юбилейӗсене халалланӑ чаплӑ гала-концерт иртрӗ. Ял тӑрӑхӗсен йӑлана кӗнӗ смотр-отчечӗсем вӑхӑтӗнче пултарулӑх ушкӑнӗсен чи лайӑх номерӗсене суйласа илнӗ, шӑпах ҫавсене курма халӑх йышлӑ пухӑннӑ та. Районти чи лайӑх хор, ташӑ, фольклор коллективӗсем хутшӑнчӗҫ гала-концерта. Пӗччен е иккӗн юрлакансем те, кулӑшла сценкӑсем кӑтартакансем те, сӑвӑ калакансем те пулчӗҫ. Вӗсене залта ларакансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ.
Чи малтанах ачасен пултарулӑхӗ пирки каласа хӑварас килет. Ҫитӗнекен ӑру сцена ҫине тухни пурин кӑмӑлне те каять, ку хутӗнче те ачасен хорӗ шӑрантарнӑ юрӑсемпе, илемлӗ ташӑсемпе куракан кӑмӑллӑ юлчӗ. Штанаш, Пантьӑк, Хӗрлӗ Чутай, Кив Атикасси ял тӑрӑхӗсенчи фольклор ушкӑнӗсем чӑваш ташши-юррисемпе савӑнтарчӗҫ.
Штанашсен Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмипе ҫыхӑнтарса лартса панӑ ӗлӗкхи чӑваш туйӗ, ташӑ-юрӑ композицийӗ куракансен кӑмӑлне кайрӗ.
Хӗрлӗ Чутайӗнче паян водительсен слечӗ иртнӗ. Унта вырӑнти тӳре-шара, РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Шумерлинский» ҫурт-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ тата ыттисем хутшӑннӑ.
Слет пирки пӗлтернӗ май район администрацийӗнче райадминистраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров водительсен ӗҫӗ питӗ яваплине палӑртнине пӗлтернӗ. Водителӗн професси ӑсталӑхӗнчен ҫынсен пурнӑҫӗ килет тесе каланине пӗлтернӗ. Ҫурт-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Владимир Галкин машинӑпа ытлашши васкамасӑр ҫӳреме, ҫул-йӗр правилисене пӑхӑнма чӗнсе каланӑ-мӗн. Хӑрушсӑрлӑх пиҫиххийӗпе ҫыхмаллине тата ыттине аса илтернӗ.
Тӳре-шара калаҫса пӗтернӗ хыҫҫӑн чи лайӑх водительсене наградӑланӑ. Ку чыса «Коминтерн» кооперативри Олег Сапожников, Хӗрлӗ район пульницинчи Сергей Сезяйкин, «Резон» обществӑри Андрей Архипов, «Пирӗн пурнӑҫ» хаҫатри Николай Исправников, Н.И. Лисаев хресчен-фермер хуҫалӑхӗнчи Юрий Тибогайкин водительсем тивӗҫнӗ.
Сӑнсем (16)
Раҫҫейӗн Федераци миграци службин Чӑваш Енри управленийӗн территорисенчи пайӗсем хӑйсен адресне ылмаштараҫҫӗ. Ҫакӑ вӗсем унччен тӗпленнӗ вырӑнтан урӑх ҫӗре куҫнипе ҫыхӑннӑ.
Аса илтеретпӗр, паспорт паракансем унччен шалти ӗҫсен пайӗсемпе пӗр ҫуртра ларатчӗҫ. Халӗ вӗсем тахҫантанпах расна тытӑмсем пулса тӑчӗҫ. Миграци тытӑмӗ паян паспорт панипе кӑна ӗҫлемест.
Пӗлтӗр Вӑрнар поселокӗнчи, Патӑрьелти, Хӗрлӗ Чутайри, Ҫӗмӗрлепе Куславкка хулисенчи пайсем урӑх вырӑна куҫса кайнӑ. Кӑҫал Комсомольскинчи, Шӑмӑршӑри, Вӑрмарти подразделенисем урӑх ҫуртсенче тӗпленнӗ.
Ҫӗнӗ ҫӗре Сӗнтӗрвӑрринчи, Кӳкеҫри, Йӗпреҫри, Пӑрачкаври уйрӑмсем те куҫса каймалла. Ку ӗҫе вӑраха хӑварасшӑн мар, ыйтӑва ытлашши тӑсса ямасӑр татасшӑн.
Ӗнер Хӗрлӗ Чутайри ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи вулавӑшӗнче районта ҫуралса ӳснӗ тата ку тӑрӑхра пурӑнакан ҫыравҫӑсемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Ӑна хатӗрленсе вулавӑш ӗҫченӗсем Литература ҫулталӑкне тата Константин Иванова халалласа ку тӑрӑхран тухнӑ ҫыравҫӑсен тата Константин Ивановӑн кӗнекисен куравне йӗркеленӗ, «Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем» хӑтлав (презентаци) хатӗрленӗ. Ҫыравҫӑсенчен ытларахӑшӗ районти тӗрлӗ ялтах пурӑнать, теприсем Шупашкарта тӗпленнӗ.
Ҫавра сӗтел хушшинче хӑнасем тӗрлӗ ыйту сӳтсе яврӗҫ: ҫырма пултаракансене тупса палӑртасси, вӗсене малалла аталанма пулӑшасси; Хӗрлӗ Чутай ҫыравҫисем ҫинчен кӗнеке кӑларасси; таврапӗлӳҫӗсемпе ытларах ҫыхӑну тытасси; Хӗрлӗ Чутай район энциклопедине кӑларнӑ ҫӗре хутшӑнса пулӑшасси.
Ҫыравҫӑсемпе тӗл пулма ялсенчи библиотекарьсемпе Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. Тӗлпулӑва Елена Чубайкина йӗркелесе ертсе пычӗ.
Ҫыравҫӑсене администрацин вӗренӳ пайне ертсе пыракан Татьяна Шереметьева, культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов саламларӗҫ, Литература ҫулталӑкӗнче пултарулӑхра татах та ытларах ҫитӗнӳсем тума ырлӑх-сывлӑх сунчӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ачкасси ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Совет Союзӗн Паттӑрӗ Иван Васильевич Индряков ҫуралнӑранпа 100 ҫул тултарнӑ ятпа районти музейра ҫавра сӗтел иртрӗ. Хӑнасене музей директорӗ Елена Ивановна Чемалина тата кунти методист Валентина Ильинична Торейкина кӗтсе илчӗҫ. Хӑнасем музейри экспонатсемпе хаваспах паллашрӗҫ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнӑ ятпа кунти паттӑрлӑх залне татах та пуянлатнӑ: кӗнекесен куравне йӗркеленӗ, салтак ҫырнӑ ҫырусен, вӑрҫӑ паттӑрӗсене халалланӑ стендсем...
Индряков Иван Васильевич 1915 ҫулхи пушӑн 15-мӗшӗнче чухӑн хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ. Ялти пуҫламӑш тата Чутайри вӑтам шкулсенче ӑс пухнӑ хыҫҫӑн Етӗрнери педагогика училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ. Унтан 1935 ҫулта пӗр хушӑ шкулта ӗҫленӗ хыҫҫӑн полк шкулне курсанта илнӗ. Ӑна пӗтерсен Иван Индряков 61 тупа артиллери полкӗн командирӗ пулса тӑнӑ. Унтан каллех вӗренỹ — вӑл Мускав ҫар округӗн саппасри 20-мӗш артполкӗн курсанчӗ, каярахпа Кисанти артиллери училищинче пӗлӗвне тарӑнлатнӑ.
Паян Хӗрлӗ Чутай районӗнче ют чӗлхе юррисен фестивалӗ иртрӗ. Ӑна Аслӑ Ҫӗнтерӳ 70 ҫул тултарнине тата Литература ҫулталӑкне халалланӑ.
Районти шкулсенчи юрӑҫсем хӑйсен пултарулӑхне хранцус, акӑлчан, испан тат чӑваш чӗлхипе паллаштарчӗҫ. Фестивале 5–11 классра вӗренекенсем хутшӑнма кӑмӑл тунӑ, юрӑсене ушкӑнпа та, уйрӑммӑн та 17 тӗрлӗ юрӑ шӑрантарчӗҫ. Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкул вӗренекенӗсем ултӑ номер хатӗрленӗ. Шулю тата Мишеркасси шкулӗсенчи 7-мӗш класс ачисем Юрий Васильевич Гурьянов ертсе пынипе «Яланах хӗвел пултӑр!» юрӑпа чӑвашла та, акӑлчанла та паллаштарчӗҫ. Тури Ҫӗрпӳкассинче 9 класра вӗренекен Ирина Романова Светлана Ананьевна Илларионова пулӑшнипе «Эсӗ хитре» юрра чуна тивмелле юрларӗ. Ҫӗнӗ Атикассинчи вӑтам шкулӑн 11 класс вӗренекенӗ Наталия Соловьева акӑлчанла тата испанла икӗ юрӑ янраттарчӗ (вӗрентекенӗ Валентина Чертова). Штанаш шкулӗнче 8-мӗш класра вӗренекен Татьяна Ефремова районта иртекен юрӑ конкурсӗсене яланах хастар хутшӑнать, вӑл «Хӗвеллӗ» акӑлчан юррине юрланине куракансем тӑвӑллӑн алӑ ҫупса йышӑнчӗҫ (вӗрентекенӗ Галина Зотова).
Хӗрлӗ Чутай районӗнчи ветерансен канашӗ ӗнер, нарӑсӑн 27-мӗшӗнче, Етӗрне районӗнчен илнӗ Астӑвӑм альбомне тултарса Муркаш район элчисене парса ячӗ.
«Эстафета памяти поколений» (чӑв. Ӑрусен астӑвӑмӗн эстафети) эстафетӑра республикӑри пур ветеран организацийӗ те хутшӑнать. Кашни район альбомра хӑйӗн геройӗсем ҫинчен хушса ҫырать. 2015 ҫулта кунти материалсене пухса Астӑвӑм кӗнеки пичетлесе кӑларма шутлаҫҫӗ.
Республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Анатолия Пукки, конкурс ертӳҫи Анатолий Филиппов, конкурс комисси пайташӗ Галина Персидская, Муркаш районӗпе Шупашкар район элчисем тӗлпулура хастар пулчӗҫ. Районти ветерансен ертӳҫи Галина Тимакова пухӑннисене общество ертсе пынипе туса ирттернӗ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Анатолий Пукки эстафета тӗллевӗсем пирки каласа кӑтартрӗ, Енкӗлт ялӗнчи Сергей Баринов ертсе пыракан ветерансен организацине республикӑра ҫӗнтерӗве халалласа ирттернӗ смотр-конкурс лауреатне чысларӗ.
Районта вырӑс чӗлхипе «Мое село (моя деревня) в годы Великой Отечественной войны» (чӑв. Ман ял Тӑван Ҫӗршыв Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче) сочиненисен конкурсӗ ирттернӗ, унта пурӗ 29 ӗҫ тӑратнӑ, саккӑрӑшӗ ҫӗнтерӳҫӗ ята тивӗҫнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, -3 - -5 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫӗпритун Шӑпчӑк, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Каховский Василий Филиппович, паллӑ археолог ҫуралнӑ. | ||
| Урдаш Валентин Андреевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Фирс Григорьевич, паллӑ тухтӑр ҫуралнӑ. | ||
| Борис Борлен, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Григорьев Иван Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |